Каччӑ — Хӗр

 

12601Пӑхма хӗрсем хӗвел пек, ӑш-чиккисем хура юн.Каччӑ — Хӗр
12602Пӗве ҫитнӗ хӗрӗн амӑшӗ ҫывӑрайми пулнӑ тет.Каччӑ — Хӗр
12603Пӗр ачашӑн пӗр хӗр ӳсетех.Каччӑ — Хӗр
12604Пӗр хӗр ясар пулсассӑн пур хӗр ҫине ят килет.Каччӑ — Хӗр
6608Пӗр хӗр ясар пулсассӑн ҫӗр хӗр ҫине ят тивет.Каччӑ — Хӗр
12606Пуян хӗрӗ мул тума, чухӑн хӗрӗ чун усрама.Каччӑ — Хӗр
12607Пыл хуртланмасть, хӗр ватӑлмасть.Каччӑ — Хӗр
12608Савса сар хӗр усракан инке-арӑмсӑр юлакан.Каччӑ — Хӗр
12609Сайра юман сайхахлӑх, сайра ача салтаклӑх.Каччӑ — Хӗр
12610Сӑпӑ хӗр сухан ҫимен тет, ҫие пуҫласан хуппине хӑварман тет.Каччӑ — Хӗр
12611Сӗннӗ хӗр сӑнсӑр пулать.Каччӑ — Хӗр
12612Ҫитӗннӗ хӗрӗн ҫичӗ упӑшка.Каччӑ — Хӗр
12613Ҫичӗ хӗр паракан юрла ернӗ, ҫичӗ ывӑл паракан ҫӗрме пуян пулнӑ.Каччӑ — Хӗр
12614Ҫичӗ ывӑл ӳстерекен — ҫичӗ пуян, хӑйпе саккӑр; ҫичӗ хӗр паракан ҫичӗ юрла ернӗ тет.Каччӑ — Хӗр
12615Ҫуралнӑ хӗр каччӑ тупатех.Каччӑ — Хӗр
12616Ҫураҫнӑ хӗрпе каччӑ хушшинче йӗнерлӗ ут ҫӳренӗ тет.Каччӑ — Хӗр
12617Ҫыр хӗрринчи ҫырлана кам татмӗ.Каччӑ — Хӗр
12618Теветсӗр хӗр телейсӗр хӗр теҫҫӗ.Каччӑ — Хӗр
12619Теветсӗр хӗр ятне евчӗ те пӗлмен.Каччӑ — Хӗр
12620Тӗрре пӗлмен хӗрсене сарӑ порҫӑн нушнах мар.Каччӑ — Хӗр
12621Тирпейлӗ хӗрача чӑлхине хуратмасть, ҫӑпати пуҫне вараламасть.Каччӑ — Хӗр
12622Ун пек сӑлтӑк мулла хӗренче те пур.Каччӑ — Хӗр
12623Урпа ҫисен ут вылять, пыл ҫисессӗн хӗр вылять.Каччӑ — Хӗр
12624Ӳснӗ хӗршӗн ашшӗ те ҫичӗ ют пулнӑ.Каччӑ — Хӗр
12625Ферма хӗрӗн арчи тӑват ураллӑ теҫҫӗ.Каччӑ — Хӗр
12627Хӗве хупиччен хӗр ятне ан ӳкер.Каччӑ — Хӗр
12628Хӗве хупнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен хӗр пулма ҫук.Каччӑ — Хӗр
12629Хӗнсӗр хӗр ҫитӗнмест теҫҫӗ.Каччӑ — Хӗр
12630Хӗр аллине ҫӗрӗ илем кӳрет теҫҫӗ.Каччӑ — Хӗр
12631Хӗр ахаль кӑна, «йӑлишӗн» хирӗлсе тӑрать.Каччӑ — Хӗр
12633Хӗр ӑсне пӗрре пӑхсах пӗлме ҫук теҫҫӗ.Каччӑ — Хӗр
12634Хӗр вӑл картана хупма сурӑх мар, арчана хупма укҫа мар.Каччӑ — Хӗр
12635Хӗр вӑл ҫӗрӗ витер те тухса кайӗ.Каччӑ — Хӗр
12637Хӗр ӗмӗрӗ — хӑй ҫути.Каччӑ — Хӗр
12638Хӗр ӗмӗрӗ — хӑналӑх, арӑм ӗмӗрӗ — яланлӑх.Каччӑ — Хӗр
12636Хӗр ӗмӗрӗ куҫҫулӗпе ӑсанать.Каччӑ — Хӗр
12639Хӗр ӗмӗрӗ хӑналӑх теҫҫӗ.Каччӑ — Хӗр
12640Хӗр ӗмӗрӗ хӗлӗхрен кӗске.Каччӑ — Хӗр
12641Хӗр ӗмӗрӗ хӗрӗх юплӗ.Каччӑ — Хӗр
12642Хӗр ӗмӗрне хӗрӗх йытӑпа шыраса тупаймӑн.Каччӑ — Хӗр
12643Хӗр илемӗ хӗрӗх сум теҫҫӗ.Каччӑ — Хӗр
12644Хӗр ирӗклӗхӗ ашшӗ килӗнчен тухиччен.Каччӑ — Хӗр
12645Хӗр кӑмӑлӗ — чӗр кӗмӗл.Каччӑ — Хӗр
12646Хӗр кӑмӑлне хӗрлӗ тавар.Каччӑ — Хӗр
12647Хӗр куҫӑхать теҫҫӗ.Каччӑ — Хӗр
12648Хӗр куҫҫулӗ — ирхи сывлӑм.Каччӑ — Хӗр
12649Хӗр куҫҫулӗ хӗвелпех типет, анне куҫҫулӗ шӑлса та типмест.Каччӑ — Хӗр
12650Хӗр куҫҫульне ҫын курмасть.Каччӑ — Хӗр
12651Хӗр куҫҫульне уйӑх типӗтет.Каччӑ — Хӗр
12652Хӗр лайӑхӗ — качча кайиччен, арӑм лайӑхӗ — ӗмӗр иртиччен.Каччӑ — Хӗр